Кӑвак кӑвакарчӑн ман пулас,
Карлӑк ҫине ларса юр юрлас,
Тертпе асап ҫинчи тӑвансене
Ыр сӑмахпа кӑштах пулӑшас.
Кӑвак кӑвакарчӑн пулайсан,
Ҫунат сулса вӗҫме пултарсан,
Вӗҫӗттӗмччӗ тӑван ҫӗршыва -
Атте-анне панӑ ҫӗршыва
Кунта, ютра, тусем хитре мар,
Кунта, ютра, ҫырми таса мар.
Пӗлӗчӗ те ялан хуп-хура,
Хуйхӑ-терчӗ пӗрмай хам ҫумра.
Ютра эпир телей тупас сук,
Ютра эиир канӑҫ тупас сук.
Туймӑрсан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр